Чӑваш Енре шкул автобусӗсене тӗрӗслӗҫ.
Республикӑн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн вӗсене патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекцийӗпе пӗрле тӗрӗслеме тытӑннӑ-ха. Ҫав вӑхӑтра кӑлтӑксем тупӑнкаланӑ.
Сӑмахран, Куславкка районӗнче шкул автобусӗсем вӑхӑтра техосмотр тухман иккен. Ҫӗрпӳ районӗнчи темиҫе автобусӑн «ГЛОНАСС» навигаципе информаци тытӑмӗ ӗҫлемен. Йӗпреҫ, Пӑрачкав тата Комсомольски районӗсенче автоубссенче огнетушительсем тата аптечкӑсем пулман.
77 ҫулти Иван Николаев полковник кашни ҫыннӑн Иван Яковлев халалӗпе пурӑнмалла тесе шухӑшлать. Хӑй вӑл — Мускаври ҫар академийӗн профессорӗ, Раҫҫей хӳтӗлев министерствин премийӗн лауреачӗ, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗн хисеплӗ ҫынни. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Куснарпуҫӗнче ҫуралса ӳснӗ. «Ун тӑван ҫурчӗ музея аса илтерет: кунта курса ҫӳренӗ май, сӑн ӳкерчӗксемпе алӑ пусса парнеленӗ кӗнекесем, асӑнмалӑх панӑ тӗрлӗ япаласемпе наградӑсем кил хуҫи ҫинчен нумай кӑсӑкли каласа параҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ полковникӑн тӑван ялӗнчи килӗнче пулса курнӑ «Чӑваш Ен» патшалӑх радиокомпанийӗн ӗҫченӗсем Марина Карягина тата Виктор Степанов.
«Кашни чӑвашӑн Иван Яковлев Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр тӑван халӑха панӑ Халала ӑша хывмалла», — тет иккен ентешӗмӗр.
Чӑваш Енре хӑмла музейне йӗркелесшӗн. Ҫапла хыпарлать ТАСС ЧР ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн сӑмахӗсене илсе.
Ӑҫта пулӗ вӑл? Темиҫе вариант пур. Пӗри – Ҫӗрпӳ районӗ. Ҫавӑн пекех музея Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче вырнаҫтарма сӗнекенсем пур.
Мӗн кӑтартӗҫ унта? Сӑра мӗнле вӗретнине. «Пӗтӗм савӑт-сапана пухӑпӑр, хӑмла мӗнле ӳстернине, ӑна мӗнле хатӗрленине, салат тунине, сӑра вӗретнине кӑтартӑпӑр. Ӗҫ пуҫланнӑ», - тенӗ Сергей Артамонов.
Кӑҫал Ҫӗрпӳ районӗнчи ҫемье пушар тухнӑран ҫуртсӑр юлнӑ. Анчах ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлемелли квитанци вӗсем патне килсех тӑнӑ. Ҫапла – ҫул ҫул.
Ҫурта вара пушар хыҫҫӑнах регистраци учетӗнчен илнӗ. Чӑваш Енри патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗ тӗрӗслев ирттернӗ те чӑнах та ҫапла пулнине ҫирӗплетнӗ.
Кун хыҫҫӑн «Чӑваш Ен Ситиматик» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе укҫа-тенке ҫӗнӗрен шутласа памашкӑн предписани ҫырнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинчи ферма территорийӗ ҫунма пуҫланӑ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Ферма ҫывӑхӗнчи уй ирхи 9 сехет ҫурӑра ҫунма пуҫланӑ.
«Тен, хуралтӑ таврашӗсем те сиенленнӗ. Унта вӑйлах ҫунать», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ хаҫата.
Паян ирхине А-151 федераци автоҫулӗн 5-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ. Шел, инкексӗр иртмен - пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Хендайпа» ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн иномарка ҫунма тытӑннӑ.
«Лада Грантӑри» пассажир, 40 ҫулти арҫын, вилнӗ. Водительсем вара, иккӗшӗ те, аманнӑ.
Паян М-7 ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. Унта 6 ҫулти ача шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Киа" малта пыракан "вуннӑмӗш" машина ҫине пырса кӗнӗ. Лешӗ вара "Волгӑна" пырса тӑрӑннӑ. Авари дистанцие пӑхӑнманнипе пулнине палӑртнӑ. ГАЗ-3110 машинӑра хыҫалти ларкӑч ҫинче автокреслӑра ларнӑ 6 ҫулти хӗрача аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫуса тӑрать. Паян 16 сехетсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗрер Именкасси ялӗнче пӑр ҫунӑ. Ҫакна ҫынсем видео, сӑн ӳкерсе "Про Город" хаҫата ярса панӑ. Пӑр пӑрҫаран кӑшт пысӑкрах ҫунӑ.
Каласа хӑварар: синоптиксем ҫитес кунсенче те вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Вырсарникун ҫӗрӗпех ҫумӑр ҫума пултарать.
Ҫӗрпӳ районӗнче «Уй кунӗ» пуҫланнӑ. Аграри уявне 17 регионтан 80 яхӑн компани килнӗ. Беларуҫрен те ҫитнӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, «Уй кунӗ» Михайловка ялӗ ҫывӑхӗнчи уй-хирте иртет. Кӑҫал унта ял хуҫалӑх культурин 240 ытла сортне кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ техникӑпа паллаштарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ял хуҫалӑх производителӗсем валли ҫавра сӗтелсем, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Палӑртмалла: ҫак аграри уявне 2006 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫулсем ҫине камерӑсем татах та вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене тупса палӑртма май параҫҫӗ. Камерӑсем пуртан водительсем йӗркене пӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.
Нумаях пумасть ҫӗнӗрен 7 ҫӗрте камерӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Вӗсем ҫак вырӑнсенче: Элӗк районӗнчи «Тури Хурасан» чарӑну патӗнче; М-7 ҫул ҫинче — Лапсар тӗлӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Хӗрлӗту» чарӑнура, Куславкка районӗнче харӑсах икӗ комплекс: Энтри Пасар тата Ҫӑкалӑх тӗлӗнче; «Сӑр» ҫул ҫинче — Етӗрне районӗнчи «Уйкас Асламас» тата «Автанҫырми»
чарӑнусенче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |